Контент патне куҫ

3-мĕш Украина фрончĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Çавăн пекех пăхăр: Украина фрончĕ (пĕлтерĕшсем).
3-мĕш Украина фрончĕ
3Укр.Ф

ХВ эмблеми
Пулнă çулсем юпа, 20, 1943аçĕртме, 15, 1945
Патшалăх 3-мĕш Украина фрончĕ СССР
Пăхăну фронт çарпуçне
Тĕс фронт
Унăн шутĕнче управлени (штаб), пĕрлешӳсем, вăрçă чаçĕсем тата йĕркеленӳсем
Функци хӳтĕлев, тапăну
Йышĕ йĕркелев
Хутшăнни Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçинче
Штандарт 3Укр. Ф

3-мĕш Украина фрончĕТăван Çĕршывăн Аслă вăрçи тапхăрĕнчи Хĕрлĕ Çарăн фрончĕсенчен пĕрри.

1943 çулхи юпан 20-мĕшĕнче кăнтăр-анăç тĕлĕшĕнче АТÇ Ставкин 1943 çулхи юпан 16-мĕшĕнчи тапачĕпе Кăнтăр-Анăç фронтне урăх ята куçарса туса хунă. Унăн шутне 1-мĕш тата 8-мĕш гварди çарĕсем, 6-мĕш, [[12-мĕш çар (СССР)|12-мĕш], 46-мĕш çар тата 17-мĕш сывлăш çарĕ кĕнĕ. Малашнелле 5-мĕш тапăну, 4-мĕш тата 9-мĕш гварди çарĕсем, 26-мĕш, 27-мĕш, 28-мĕш, 37-мĕш тата 57-мĕш çарсем, 6-мĕш гварди танк çарĕ, 1-мĕш, 2-мĕш тата 4-мĕш полхар çарĕсем кĕнĕ. Операцилле пăхăнура Дунай вăрçă флотилийĕ пулнă.

1943 çулхи юпа-чӳк уйăхĕсенче 3-мĕш Украина çарĕсем Тăнăваршăн çапăçура Днепропетровск тата Днепродзержинск хулисене тăшманран хăтарса, Тăнăвартан анăçалла 50-60 км куçнă. Малашне, Кривой Рог еннелле аправлении, 6-мĕш çар вăйĕсемпе Запорожьерен кăнтăралла плацдарма ярса илнĕ, раштав уйăхĕн вĕçне çити 2-мĕш Украина фрончĕпе пĕрле Тăнăвар çинче стратегиллĕ пысăк плацдарма тытса тăнă.




3-мĕш Украина фрончĕн çарĕсем Бухареста кĕреççĕ. Çурла, 31, 1944.

1944 çулхи çурла уйăхĕнче 3-мĕш Украина фрончĕ Яссы-Кишинёв стратеги операцине хутшăннă, унта Молдави ССР пĕтĕм территорине тăшманран тасатнă, Румыни вара Германие хирĕç вăрçăпа тухнă.

Аванăн 8-мĕшĕнче фронт вăйĕсем Болгари чиккине çитсе уйăх вĕçнелле пĕтĕмпех тăшманран çаратнă. 1944 çуклхи авăнăн 28-мĕшĕюпан 20-мĕшĕсенче 3-мĕш Украина фрончĕ Югослави ирĕклĕх халăх çарĕпе, Болгари Аттелĕх фрончĕпе пĕрле Белград стратеги операцине хутшăннă, Белграда тата Сербин чылай территорине ирĕке кăларнă.

1944 çулхи юпа — 1945 çулхи нарăс уйăхĕ тапхăрĕнче 3-мĕш Украина фрончĕн пайĕ Будапешт стратеги операцине хутшăннă. Унăн çарĕсем вăрçса Дунай урлă каçса юханшывăн сылтăм çыранĕнче плацдарма ярса илнĕ. 1945 çулхи кăрлач уйăхĕнче тăшман, хăйĕн Будапештра хупăрланă вăйĕсене кăларас тесе хирĕçле атакине сирсе янă, пуш уйăхĕнче, Балатон операцинче, нимĕçсен кӳлĕ районĕнчи контртапăнăвне чарнă. Çак операцие ăнăçлă вĕçленĕ хыççăн операциллĕ тăхтавсăрах пушăн 16-мĕшĕнче 2-мĕш Украина фрончĕн сулахай çуначĕпе пĕрле çапăçса Вена стратеги операцине пурнăçлама, Венгрие, Австрин тухăç çĕрĕсене, Венăна ирĕк кăларма май пурать.

1945 çулхи çĕртмен 15-мĕшĕнчеа АТÇ Ставкин 1945 çулхи çăвăн 29-мĕшĕнчи директивипе фронта салатнă, фронтăн уйри управленине Çарсен кăнтăр группин управленине куçарнă.

Çарпуçлăхĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Çарпуçсем[1]:

Вăрçă канашĕн пайташĕ:

Штаб пуçлăхĕсем:

Фронтăн БТ тата МÇ çарпуçĕ:

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]