Цезий
| ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Сĕлтĕлле металсем | Сĕлтĕлле-çĕрле металсем | Куçăмлă металсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
Çăмăл металсем | Металлоидсем | Инертлă газсем | ||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||||
|
Цезий/ Caesium (Cs) | |
---|---|
Атом номерĕ | 55 |
Ансат япалалăхăн курăмĕ | питĕ çемçе çыхланакан ылтăн евĕрле сарă-кĕмĕл металл |
Атом палăрăмĕсем | |
Атом масси (моль масси) |
132,90543 а. е. м. (г/моль) |
Атом радиусĕ | 267 пм |
Ионизаци энергийĕ (пĕрремĕш электрон) |
375,5 (3,89) кДж/моль (эВ) |
Электронсен конфигурацийĕ | [Cs] 6s1 |
Химилле палăрăмсем | |
Ковалентла радиус | 235 пм |
Ион радиусĕ | ( 1e) 167 пм |
Электронегативлăх (Полинг шучĕпе) |
0,79 |
Электрод потенциалĕ | 0 |
Оксидлав капашĕсем | 1 |
Ансат япалалăхăн термодинамикăлла палăрăмĕсем | |
Тачăлăх | 1,873 г/см³ |
Пайлавла ăшăшăнăçтарăш | 0,241 Дж/(K·моль) |
Ăшăяраслăх | 35,9 Вт/(м·K) |
Шăрану температури | 301,6 K |
Шăраннин пайлавла ăшши | 2,09 кДж/моль |
Вĕрев температури | 951,6 K |
Пăспулăмăн ăшăлăхĕ | 68,3 кДж/моль |
Моль калăпăшĕ | 70,0 см³/моль |
Ансат япалалăхăн кристалл решетки | |
Решетке тытăмĕ | кубла калăпăшĕпе центăрланă |
Решетке периочĕ | 6,050 Å |
c/a танлашăнни | n/a |
Дебай температури | n/a K |
Cs | 55 |
132,90545 | |
6s1 | |
Цези |
Цези — Элементсен периодикăллă системинче 55 атом номерлĕ, хими элеменчĕ Cs символпа палăртаççĕ (лат. Cesium), тачăлăхĕпе çемçе, ылтăн евĕр сарă-кĕмĕл тĕслĕ сĕлтĕ метал.
Истори
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1860 çулта Германинчи Дюрхеймри минерал çăлĕнчен Р.В.Бунзенпа Густав Роберт Кирхгоф нимĕç химикĕсем спектраллă тĕпчев меслечĕпе тупăçланă. 1882 çулта швед химикĕ К. Сеттерберг CsCNпа Ba хутăшне ирĕлтерсе электролиз мелĕпе цези металне кăларнă.
Ячĕ пулса тухни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Спектăрти икĕ кăвак йĕрпе çыхăннă (лат. caesius) — кăвак тӳпе тĕслĕ)
Çутçанталăкра тупăнни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цезин тĕп тăпри поллуцит, унсăр пуçне цезипе рубиди кăларма Авогадрит, Лепидолит, Биотит, Амазонит, Петалит, Берилл, Циннвальдит, Лейцит усă кураççĕ. Авогидритсăр (кали борфторичĕ) пуçне вĕсем пурте алюмосиликатсем.
Физикăпа хими пахалăхĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цезин арканман пĕртен-пĕр 133-мĕш изотоп пур. Ытти изотопĕсем арканма пултараççĕ. Вĕсенчен чи палисем - 134 па 137-мĕшсем, вĕсем атом бомби сирпĕтсен тата атомла реактор ĕçленĕ чухне нумай пулаççĕ. Чн нумай пурăнакан изотпĕ - 135 (T1/2 - 3 миллион çул. Цези металĕ шурă-ылтăн тĕслĕ, ылтăн евĕрлĕрех, анчах çутăрах. Çăмăл ирĕлсе кĕмĕл тĕслĕ питĕ чĕрĕ шĕвек пулать. Цези металĕ чи химилле хастар метал шутланать. Сывлăпа сирпĕнсе хутшăнать (шыв пăси пурри реакцин хăвăртлăхне ӳстерет). Шывпа, пăрпа (−120 °C пулсан та),ансат спиртсемпе, галогенорганикăпа, йывăр металсен галегоничĕсемпе, йӳçĕксемпе, типĕ пăрпа (реакци вăйлă арканса иртет) хутшăнать. Цезин пĕтĕм тăварĕсем (нитрат, хлорид, бромид, фторид, йодид, хромат, манганат, перхлорат, хлорат, азид, цианид, карбонат тата ытти те) шывра лайăх ирĕлĕççĕ. Перхлорат, сурьмянойодид сахал ирĕлнине кура ăна цези тастама тата туса кăларма усă кураççĕ. Питĕ хастар пулсан та азотпа çыхăнмасть (вăйлă хăртсен те). Азидпа нитридне тума тӳрремĕн мар майсемпе усă кураççĕ. Цези гидооксичĕ шывра ирĕлтесен питĕ вăйлă сĕлте пулать тата электричество питĕ лайăх иртерет. Çăра CsOH растворĕ пӳлĕм ашшинчех кантăка ирĕлтерет. Ăшăпа ирĕлтернĕ CsOH тимĕр, кобальт, никĕль, платина, корундпа ZrO2 пăсать тата кĕмĕлпе ылтăна вăраххăн çĕмĕрет (кислород пулсан птĕ хăвăрт). Родипе ун хăшпĕр хутăшĕсем кăна ирĕлтернĕ CsOH тĕреклĕ.
Изотопĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Хутăшĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Туса кăларни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Усă курни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Фотоэлементсем, фотоумножительсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цезин электрон тухас ĕç чи пĕчĕк пулнă май фотоэлементсенче усă кураççĕ. Унта сурьма, кальци, бари, алюмини е кĕмĕлпе тунă хутăшĕсем каяççĕ. Цезиллĕ фотоэлементсем аякри ультрафиолетран пуçласа аякри инфракрасный диапазончен ĕçлеççĕ.
Ионизацилекен пайăркасене виçесси
[тӳрлет | кодне тӳрлет]CsI монокристаллĕсенчен сцинтиляци детекторĕсем туса вĕсене ионизацилекен пайăркасене виçме атом техникинче, геологинче, медицинăра, космос тĕпчевĕсенче усă кураççĕ.
Цези бромичĕпе йодичĕ ятарлă опиткăра кантăк тума усă кураççĕ (çĕрле курмалии хатĕрсем, прицелсем, тăшман техникипе чĕрĕ вăйне курма).
Электротехникăра цезие çутатакан пăрăхсем тума усă кураççĕ, ăна валли цирконипе е тăхланпа çыхăнтарса хатĕрлеççĕ.
Катализаторсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Рутени-цези-кăмрăк катализаторĕпе цези-рубиди катализаторĕсем анлă усă кураççĕ. Вĕсене аммиак, кӳкĕрт йӳçĕкĕ, бутил спирчĕ, кăткă йӳçĕкĕ тата ытти реакцисенче усă кураççĕ.
Химилле ток çăлкуçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цези никĕсĕ çинче топливо элеменчĕсем валли хытă электролит туса усă кураççĕ (цези алюминачĕ).
Радиохастар цезий-137 (Т 1/2 30 çул) изотоп гамма-дефетоскопинче, виçекен техникăра, курăнман материалсен шайне виçме; медицина хатĕрĕсене, эмелсене, апат-çимĕçе стерилизацилеме, рак чирне сыватма усă кураççĕ.
Цези-137 тата изотопла ăшă çăлкуçĕсем тума пулăшать (хăвачĕ 1,27 Вт/см³).
Цези-133 атом сехечĕ тунă çĕрте кирлĕ.
Тупăшлани, промăçлăхĕ тата управĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Цези гафни, тантал, берилли, рени, платиноидсемпе, кадми, теллурпа пĕрле питĕ сахал управлă элементсен шутне кĕрет. Тĕнчери управĕ 180 пин тонна яхăн (цези оксидне шутласан), питĕ сапаланнă. Çавăнпа хакĕ питĕ пысăк. Çулталăка 9 тонна патне кăлараççĕ, промăçлăх вали 85 тонна кирлĕ. Кирлĕлĕхĕ кашни çул ӳсет. Канадăри Берник-Лейкра (кăнтăр-хĕвелтухăç Минатоба) тĕнчери цезин 70% вырнаçнă. Намибипе Зимбабвере те поллуцит кăлараççĕ. Раççейра мăн управсем Кола çурутравĕнче, Хевелтухăç Саянра тата Байкал леш енче пур. Промăçлăх валли питĕ таса (99,9—99,999 %) цези кирлĕ. Ăна хатĕрлеме сахал пайсем илсе цези азидне вакуумра салатаççĕ (сирпĕнес хăрушлăх пур). Химилле питĕ хастар пулнипе ятарлă кантăкран хатĕрленĕ савăтсенче аргон е водород ăшĕнче упраççĕ (ахаль лаборатори кантăкне пăсать).
Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Вредные химические вещества. Радиоактивные вещества: Справ. изд. /. Под. ред. В.А.Филова и др. Л.:Химия, 1990. 464 с
- Популярная библиотека химических элементов. Книги 1 и 2, М.: Наука, , 1977.- 588 и 520с.
- Перельман. Ф. М. Рубидий и цезий. М., Изд-во АН УССР, 1960. 140 стр. с илл.
- Кульварская Б. С., Соболева Н. А., Татаринова Н. В. Композиционные соединения щелочных металлов — новые эффективные источники ионов и электронов. Изв. АН СССР. Сер. физич.; 1988. Т.52. № 8. С.1509-1512.
- Плющев В. Е., Степин Б. Д. Химия и технология соединений лития, рубидия и цезия.- М.-Л.: Химия, 1970.- 407 с
- Солодов Н. А., Рубидий и цезий, М., 1971;
- Плющев В. Е., Степин Б. Д., Аналитическая химия рубидия и цезия, М., 1975
- Коган Б. И., Названова В. А., Солодов Н. А., Рубидий и цезий, М., 1971;
- Моисеев А. А., Рамзаев П. В., Цезий-137 в биосфере, М., 1975;
- Mattsson S., Radionuclides in lichen, reindeer and man, Lund, 1972.