Хупă сасăсем
Хупă сасăсем, — улăшăнман, сывлăш çулĕ çинчи тĕрлĕ чăрмавсене сирсе пулнă сасăсем. Чăрмавсем хупă сасăсене каланă чух тĕрлĕ çĕрте тата тĕрлĕ майпа пулаççĕ, çавăнпа вĕсене артикуляци тĕлтен икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ:
- тутапа калаканнисем (п, б, м);
- чĕлхепе калаканнисем (т, д, л, н, ш тата ыттисем те).
Тутапа калаканнисем хушшинче икĕ тутапа калакан сасăсем (п, п', б, б', м, м'), тутапа-шăлпа калакан хупă сасăсем (в, в') пур. Чĕлхе тӳрчĕн хăш пайĕ ĕçе хутшăннине кура чĕлхепе калакан хупă сасăсем хăйсем те тĕрлĕ ушкăнсене уйрăлаççĕ:
- чĕлхе тӳрчĕн малти пайĕпе калаканнисем (т, т', д, д', л, л', н, н' с, з, ш, ж, р, р', ч, ҭ);
- чĕлхе тӳрчĕн варри ĕçе хутшăннипе калакан хупă сасăctv (й, ç, z');
- чĕлхе тӳрчĕн хыçалти пайĕ ĕçе хутшăннипе пулакан сасăсем (к, к' г, г', х, х', γ, γ').
Акустика тĕлĕшĕнчен хупă сасăсене икĕ пысăк ушкăна уйăраççĕ — шавлă хупă сасăсем тата янăравлă хупă сасăсем. Шавлă хупă сасăсем сăмахри позицие кура янăраканнисем тата янăраманнисем пулаççĕ. Сывлăш юхăмĕ чăрмавсене мĕнле çĕнтернине шута илсе шавлă тата янăравлă хупă сасăсем хăйсене вакрах ушкăнсене уйăраççĕ.
Чăваш чĕлхи ăслăлăхĕнче фонема пулакан хупă сасса уйăрса палăртас тĕлпе тĕрлĕ ученăйсем тĕрлĕрен шухăшлаççĕ. Пĕрисем 33 хупă фонема уйăраççĕ (В.И.Котлеев чĕлхеçĕ), теприсем 17 теççĕ, П.Я. Яковлев чĕлхеçĕ вара 26 фонемăна палăртать.
Чăваш алфавитĕнче: Бб, Вв, Гг, Дд, Жж, Зз, Йй, Кк, Лл, Мм, Нн, Пп, Рр, Сс, Çç, Тт, Фф, Хх, Цц, Чч, Шш, Щщ
- хытăраххисем: Бб, Гг, Дд, Жж, Зз, Ъъ
- çемçереххисем: Пп, Кк, Тт, Шш, Сс, Ьь
Хупă сасăсен тытăмĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Пулу | Пулу вырăнĕ
| |||||||
Тута | Хыçчĕлхе | Малчĕлхе | Варчĕлхе | Малчĕлхе | Хыçчĕлхе | Тута | ||
Питĕрĕнчĕк | п | к | т | т' | к' | п' | шавлă | |
хĕсĕнчĕк | ф | х | с,ш | ç | ш' | х' | ||
хутшăнчăк | ц | ч | ||||||
чĕлхеçум | л | л' | сонарлă | |||||
сасăпа | м | н | н' | м' | ||||
хĕсĕнчĕк | в | j | в' | |||||
чĕтренчĕк | р | р' | ||||||
хытă | нейтраллă | çемçе |
Хупă сасăсен йĕркисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Чăваш сăмахĕсенче хупă сасăсен çирĕп йĕрки пур: 1) сăмах пуçламăшĕпе вĕçĕнче янăраман шавлă хупă сасăсем кăна пулма пултараççĕ (кас, çых, пит); 2) янăравлă хупă сасă умĕнче янăраман шавлă хупă сасăсем çеç пулаççĕ (тăпра, сукмак, çапла); 3) сăмах варринче юнашар тăракан шавлă хупă сасăсем янраманнисем пулаççĕ (пахча, укçа, ăçта); 4) икĕ уçă сасă хушшинче тата янăравлă хупă сасăпа уçă сасă хушшинче шавлă хупă сасăсем янăраканнисем те, янăраманнисем те пулаççĕ. Янăраман шавлă хупă сасăсем вăрăммăн илтĕнеççĕ: упа (уба) — аппа, така (тага) — такка, (виz'ĕ) — виççĕ, вутă (вудă) — вутта тата ыттисем те.
Литература
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Егоров В.Г. Современный чувашский литературный язык в сравнительно-историческом освещении. Ч., 1971;
- Уськин А.С., Андреев И.А. О соотносительных рядах согласных фонем в современном чувашском литературном языке // Учен. зап. ЧНИИ. Вып. 16. Ч., 1958;
- Котлеев В.И. Фонетика//Хальхи чăваш чĕлхин фонетики, графики тата орфографийĕ. Ш., 1978;
- Сергеев Л.П., Котлеев В.И. Чăваш чĕлхи. Ш., 1988;
- Яковлев П.Я. Чăваш фонетики. Вĕренӳ кĕнеки. Ш., 1995.