Контент патне куҫ

Хачă

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
1850 çулсенчи хачă
1880 çулсенчи хачă
1967 çулти хачă

Хачăпир-авăра, е ытти япалана икĕ çĕççипе хĕстерсе касмалли хатĕр. Хачча 3,5 пин çул каярах тума вĕреннĕ тесе шутлаççĕ. Малтан сурăх çăмне касмалли ункăллă (пружинăллă), унтан (1,0 пин çул каярах) çĕççисен кăчанĕ тĕлне пăта лартса, хĕскĕч авăрлă, ункăланă хачăсене тума вĕреннĕ тесе шутлаççĕ.

Хачăсем тĕрлĕ пулаççĕ. Пĕрисемпе килте усă кураççĕ, теприсене — промышленноçре. Çĕвĕçĕпе тимĕрçĕ хаччисем уйрăлса тăраççĕ. Чăвашсем XX ĕмĕрччен тимĕрçĕ тунă хачă усă курнă.