Контент патне куҫ

Урал-Атăл штачĕ

«Википеди» ирĕклĕ энциклопединчи материал
Атăл-Урал патшалăхĕн ялавĕ (Гаяз Исхаки, «Идель-Урал» кĕнеке, 1933)

Урал-Атăл штачĕ (тут. Идел-Урал штаты, İdel-Ural ştatı) — тутарсемпе пушкăртсен пурнăçланайман наци патшалăхĕн проекчĕ.[1]. Пурнăçа кĕртес тесе тăрăшнипе Хусанăн тутарсем пурăннă пайĕнче «Забулачная республика» (1918 çулхи пуш, 1 − 28) йĕркеленет кăна.

Çаплах Шалти Раççейри тата Çĕпĕрти мăсăлман тĕрĕк тутарĕсен наци-культура автономин (С.Максудов), Урал-Атăл штачĕ (Г.Шараф), Тутар-Пушкăрт Совет Социаллă Республикин проекчĕсем пулнă.

Штата туса хуни

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
Урал-Атăл Республикин прокламацийĕ

Февраль революцийĕ пулса иртсен тутар халăхĕн политика хастарлăхĕ çивĕчленет. Тутар патшалăхлăхне епле аталантарас пирки калаçусем тапраннă. Малтанах, тутар халăхĕн культура-наци автономин тĕрлĕ формине пăхса тухнă.

1-мĕш Пĕтĕм Раççейри мăсăльмансен съезчĕ (1917 ç. çу пуçламăшĕ, Мускав) территориллĕ автономипе федераци тытăмлăхĕ пирки резолюцие йышăннă. Автономие йĕркеленĕ пирки 1-мĕш Пĕтĕм Раççейри мăсăльман съезчĕн, 1-мĕш Пĕтĕм Раççейри мăсăльман вăрçă канашĕн пĕрлехи ларăвĕнче (1917 çулхи чӳкĕн 20-мĕшĕ — 1918 çулхи кăрлачăн 11-мĕшĕ, Ĕпхӳ) суйланă Шалти Раççейри тата Çĕпĕрти мăсăльман тĕрĕк тутарĕсен наци-культура автономин координацилекен органĕ Миллят Меджлис пĕлтернĕ.

Пĕтĕм Раççейри мăсăльман вăрçă 2-мĕш съезчĕ (Хусан, 1918 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕ — нарăсăн 18-мĕшĕ) РСФСР йышĕнче Атăл-Урал штатне (пĕтĕм Ĕпхӳ кĕперни, Хусан, Чĕмпĕр, Самар, Ăренпур, Перĕм, Вятка пайĕсем) тăвас тата унăн саккун тăвакан тата ĕç тăвакан органĕсене «Милли идара» (Наци тытăмлавĕ: виççĕ министерство (чун-чĕм, çутĕç тата финансă) тата иккĕ комитета (вăрçă тата ютçĕр ĕçĕсен) тăвас резолюцие йышăннă. Съездра Учредитель Пухăвĕ тата Канашсем пирки тавлашу тухнă. Сулахай фракци съездран тухса кайнă.


Çавăн пекех, проекта хатĕрленĕ чухне тутарсен йышне («тутар нацин») пушкăрт халăхне кĕртес пирки калаçнă.

Пăла Лешьен республики

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Кăрлачăн 19-мĕшĕнче большевиксем Учредительсен пухăвне салатса янă. 1918 çулхи нарăсăн 15-мĕшĕнче Хусан ĕçтешсен, салтаксен тата çĕр ĕçтешĕсен депутачĕсен Канашĕ хулара вăрçă ларă-тăрăвне кĕртет, Пĕтĕм Раççейри мăсăльман вăрçă канашĕн 2-мĕш съезчĕн ертӳçĕсене аресленĕ. Хыççăнхи сарăмсăр пулăмсене «Пăла Лешьен республики» тенĕ.

Малаллахи пулăмсем:

  • Пĕтĕм Раççейри мăсăльман вăрçă канашĕн 2-мĕш съезчĕ (Харби шуро) Хусанта нарăсăн 16-мĕшĕнче 57 пин мăсăльман салтак ятĕнчен Миллет меджлиса шанăç тупи тунă,
  • ертӳçĕсене нарăсăн 28-мĕшĕн каçĕнче аресленĕ;
  • Пăла Лешьенчи тутарсен пăлхавĕ;
  • «Пăла Лешьен республикине» 1918 çулхи пушăн 15-мĕшĕнче пĕтернĕ. Пăлхава хусан хĕрлĕ гвардейĕсем, вăрçă морякĕсен тĕкĕрчĕ (Хусана М. Вахитов чĕннипе килнĕскер) тата ваисовсем пусарнă.

Çапла тутар тата пушкăрт мăсальман халăхĕсен наци хăй тĕллĕ пурнăçа халăх кăмăл-шухăшĕпе йĕркелес ĕçĕ пăчланнă.

Юлашки ĕç-пуçĕсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Мускавра Халкомнац Халăх Комиссарĕсен Канашĕн хушăвĕпе Тутар-Пушкăрт республикин проектне, Атăл-Урал штачĕн совет альтернативине хатĕрлет.

1918 çулхи пушăн 22-мĕшĕнче ТПСР 2-мĕш варианчĕ çуралать. Кĕçех большевиксем «буржуази националисчĕсем» çине тапăнаççĕ.

Пушăн 24-мĕшĕнчи Декречĕпе (Сталинпа Вахитов ал пуснă) Харби шуро пĕтернĕ, ака уйăхĕнче Милли шуро пăрхăçланă, пурлăхне конфискăланă, çу уйăхĕн 1-мĕшĕнче Милли Идар тата унпа çыхăннă йĕркелӳсене ĕçлеме чарнă, Милли фонд пурлăхне конфискăланă.

Çу уйăхĕн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри тĕп мăсăлман канашĕ хăйĕн ĕç-пуçне вĕçлет. Наци пухăвĕн пĕр пай депутачĕ «Кĕçĕн меджлиса» кĕреççĕ, вăл большевиксенчен ирĕклĕ территорисенче ĕçлет. 1918 ç. утă уйăхĕнче, пăлхавлă Чехословак корпусĕпе пĕрле, Урал-Атăл штачĕн Наци Администрацине туса хунă пулин те, тĕппипе ку ним те улăштарайман.

1918 çулăн вĕçĕнче Пĕтĕм Раççейри Мăсăльмансен Вăрçă Канашĕн (Харби Шуро) çарĕсем Колчак çарне 16-мĕш тутар полкĕ шучĕпе кĕреççĕ.

Идель-Урал ертӳçи Садри Максуди вăрттăн чикĕ лешьенне 1918 ç. вĕçĕнче тухса каять.

Атăл-тутар «Идель-Урал» легионĕ

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

Иккĕмĕш Тĕнче вăрçин тапхăрĕнче Германире Совет Союзĕнчи нацисемпе политка вăййисен «Идель-Урал» легиона йĕркеленĕ. Нимĕç протекторачĕпе наци республикине тăвас енпе нимĕнле официаллă шантарăва, Югославири усташсен е словаксен, СССР халăхĕсене пĕрне те паман.

СССР арканăвĕ хыççăн Штата çĕнĕрен тăвас хăтланусем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]

1990-мĕш çулĕсен пуçламăшĕнче, Совет Союзĕ аркансан, Урал-Атăл штатне çĕнĕрен тăвас ĕмĕт тутар наци пĕрлешӳ ĕçченĕсем хушшинче питĕ сарăлнă.

...казанские идеологи заявили о существовании особой Волго-Уральской цивилизации и необходимости создания Волго-Уральского штата. Этот ареал с населяющими его народами - татарами, русскими, башкирами, чувашами, мордвой, марийцами, удмуртами и др. - был объявлен гомогенным и отличающимся от России сообществом, в пределах которого административные границы между территориями признавались условными...[2]

  • Татарский энциклопедический словарь. — Казань: Институт Татарской энциклопедии АН РТ, 1999.
  • Исхаки Г. Идель-Урал. — Казань: Татар. кн. изд-во, 1991.
  • Тагиров И. Р. История национальной государственности Татарского народа и Татарстана, — Казань, Таткнигоиздат, 2000.
  • Юлдашбаев Б. Х. Национальный вопрос в Башкирии накануне и в период Октябрьской революции. Уфа, 1984.

Асăрхавсем

[тӳрлет | кодне тӳрлет]
  1. ^ Çав вăхăтри документсенче тĕрек мăсăльман тутарĕсем е мăсăльман тĕрĕк йăхĕ пирки калама йышăннă пулнă. Сăмахран, Известия Всероссийского Мусульманского Военного Шуро. – 1918, 26 февраля , №16, пăхăр
  2. ^ Магомедов А. Общество регионов. - Pro et contra. Т.2., номер 2., весна 1997., с. 51. Цитата по: Центральная Азия: единство в многообразии 2012 ҫулхи Ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче архивланӑ.