Смирнов Алексей Петрович
Алексей Петрович Смирнов | |
Çуралнă вăхăт: | 1899, çĕртме, 10 (29.05) |
---|---|
Çуралнă вырăн: | Мускав, Раççей империйĕ |
Вилнĕ вăхăт: | 1974, пуш, 10 |
Вилнĕ вырăн: | Мускав, СССР |
Патшалăх: | |
Ăслăх сфери: | истори, археологи |
Альма-матер: | Мускав патшалăх университечĕ |
Ăслăх ертӳçи: | В. А. Городцов |
Паллă вĕренекенсем: | Г. А. Фёдоров-Давыдов |
Паллă: | финн-укăр тата пăлхар археологи облаçĕнчи ăстаçă |
Чыславсемпе парнесем |
|
Алексей Петрович Смирно́в (çу, 29 (çĕртме, 10) 1899, Мускав — пуш, 10, 1974, çавăнтах) — совет историкĕ тата археологĕ, финн-укăр тата пăлхар археологи облаçĕнчи ăстаçă. Истори ăслăхĕсен тухтăрĕ, МПУ профессорĕ.
Патшалăх истори музейĕ тата СССР ĂА археологи институчĕн директор çумĕ.
Биографи
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1916 çулта вăтам пĕлӳ илнĕ хыççăн çара хĕсмете чĕннĕ.
1922 ç. Мускав университетне, пĕрлĕх ăслăхĕсен факультечĕн археологи уйрăмне вĕренме кĕнĕ. Ăслăх ертӳçи — паллă археолог В. А. Городцов, вĕрентевçĕ — профессор Ю. В. Готье. Вĕсен иккĕшĕн сĕмĕнче ĕнтĕ А. П. Смирнов хăйĕн ăс-тăнлăхне тĕреклетнĕ.
1926 çулта МПУ пĕлӳ илсе тухсан Раççей пĕрлĕх ăслăхĕсен ăслăх-тĕпчев институчĕсен ассоциацин шутĕнчи Археологипе ӳнер пĕлĕвĕн институчĕн археологи уйрăмне аспирантурăна вĕренме кĕнĕ.
1929 çулта «Чулман Атăлçи финсен Х-XIV ĕмĕрсенчи археологийĕ» темăпа кандидат диссертацине хӳтĕленĕ.
1944 çулта «Атăлçи пăлхарĕсем» темăпа тухтăр диссертацине хӳтĕленĕ.
1951-па МПУ профессорĕ.
Археологи экспедицисем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1924—1937 çулсенче Мускав тата Иваново облаçĕсенчи, Краснодар Енре (Хăнакур), Комире тата Удмуртире (Иднакар, Сабанчикар, Дондыкар, Кушман хулашсене, Бигер-Шай, Вужшай, Чемшай масарсене) чакаласа тĕпченĕ археологи экспедицисене ертсе пынă.
1933-па Сувар археологи экспедицин ертӳçи.
1938-па — Пăлхар хулин ишĕлчĕкĕсене тĕпченĕ, Атăлçи Пăлхар çинчен ĕçсем çырнă.
1957 çул — Атăлçи археологи экспедицинче (ертӳç).
1959 çул — Ылтăн Урта хулисене тĕпченĕ экспедицисем.
Ăслăх ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]70 ăслăх ĕçĕсен авторĕ, çав шутра:
- Очерки по истории волжских булгар // Труды Государственного исторического музея. — М., 1940. — Вып. XI. — С. 55-136.
- Волжские Булгары. Издание Государственного Исторического музея, Москва — 1951 год.
- Скифы. Москва, Наука — 1966
- Очерки древней средневековой истории народов Среднего Поволжья и Прикамья, М., 1952 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 28
- Железный век Башкирии, М., 1958 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 28
- Железный век чувашского Поволжья, М., 1961 // Материалы и исследования по археологии СССР, № 95
Биографи ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Фёдоров-Давыдов Г. А. Памяти Алексея Петровича Смирнова // Древности Волго-Камья. -Казань, 1977.-С. 5.
- Архипов Г. А., Старостин П. Н. О роли А. П. Смирнова в изучении истории финноугорских народов Поволжья // Древности Волго-Камья. — Казань, 1977. — C. 15-20.
- Кузьминых С. В. А. П. Смирнов как исследователь бронзового века Волго-Камья // Научное наследие А. П. Смирнова и современные проблемы археологии Волго-Камья: сб. тез. докл. конф., посвящ. 100-летию со дня рождения А. П. Смирнова. — М., 1999. — C. 6-10.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Смирнов, Алексей Петрович в Большой Советской Энциклопедии
- Овчинников А. В. А. П. Смирнов как исследователь древней и средневековой истории Волго-Уралья 2017 ҫулхи Ҫу уйӑхӗн 15-мӗшӗнче архивланӑ.. Диссертация кандидата исторических наук — Казань, 2008.- 300 с.
- Овчинников А. В. Научная и педагогическая деятельность историка А. П. Смирнова // Гасырлар Авазы - Эхо веков : Журнал. — 2007. — В. Гасырлар Авазы - Эхо веков.
Ку ăсчах-археолог пирки вĕçлемен статья. Эсир статьяна тӳрлетсе тата хушса проекта пулăшма пултаратăр. |
- Шаблонсенче тӑтӑш тӗл пулакан аргументсемпе усӑ куракан старницӑсем
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Ăсчахсем, алфавитпа
- Мускавра çуралнисем
- Мускавра вилнисем
- Ĕçлĕх Хĕрлĕ Ялавĕ орденĕн кавалерĕсем
- Археологсем пирки вĕçлемен статьясем
- МПУ пĕрлĕх ăслăхĕсен факультетĕнче вĕренсе тухнисем
- Скифологсем
- СССР музей ĕçтешĕсем
- МПУ истори факультечĕн вĕрентӳçисем
- Истори ăслăхĕсен тухтăрĕсем
- РĂА археологи институчĕн ĕçтешĕсем
- Тăван Çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннисем
- Татар АССР тава тивĕçлĕ ăслăх ĕçченĕсем