Мелевĕс районĕ
Курӑнакан калӑплав
Мелевĕс райо́нĕ (пушк. Мәләүез районы) — Пушкăрт Республикин муниципаллă районĕ. Администраци центрĕ — Мелеуç хула.
Тавралăхĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район Пушкăртстанăн кăнтăр енче вырнаçнă. Лаптăкĕ - 3254 км².
Кун-çулĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Малтанах Мелевĕс территорине Ĕпхӳ кĕпернин Çтерлĕ уесĕнчи Мелевĕс, Зирган тата Арăслан вулăсĕсен çĕрĕсем пулнă.
Мелевĕс районне 1930 çулхи çурлан 20-мĕшĕнче Пушкăрт Автономи Республикин кантонĕсене пăрахăçласа ВЦИК президиумĕн йышăнăвĕпе 48 район туса хунă май йĕркеленĕ.
Транспорт
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Район территорипе Ĕпхӳ—Ăренпур чукун çула, Ĕпхӳ—Ăренпур автотрассине хунă.
Çутĕç
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Районта 58 пĕтĕмĕшле пĕлӳ шкулĕ, çав шутра 14 вăтам; 30 массăллă библиотека, 50 клуб, 2 вырăнти пульницă. Вырăсла — «Путь Октября» тата пушкăртла — «Кунгак» - хаçатсем тухаççĕ.
Кану вырăнĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- «Пушкăртстан» наци паркĕ
- Нугуш шыв усравĕ