Елена
Курӑнакан калӑплав
- Елена сăмахĕн ытти пĕлтерĕшĕсем те пур. Елена (пĕлтерĕшсем) пăхăр.
Елена — хĕрарăм ячĕ, тĕнчере чи сарăлнăскерсен пĕри. Кĕскĕн Лена. Чăвашла ăна Елен те теççĕ.
Грек чĕлхинчен (Ἑλένη) «çутă» тесе куçать.
Ытти чĕлхесенчи варианчĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- ав.гр. Ἑλένη — Хеленэ
- грек Ελένη — Элэни
- бел. Алена — Олёна
- укр. Олена — Oлеjна
- ним. Helena — Хелена
- акăл. Helen — Хелен
- фр. Hélène — Элен
Ят мĕне пĕлтерни
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Еленăсем питĕ кăмăла каякан, ытарайми çынсем. Хăвăрт улшăнма пĕлнĕрен кашни арçын вĕсенче хăйĕн идеалне курать. Ума лартнă тĕллеве ниме пăхмасăр пурнăçлаççĕ. Характерпа лăпкă пулсан та тӳрккес. Çак енсем вĕсене спортра пысăк çитĕнӳсем тума пулăшаççĕ. Çынна хăйне шаннă пекех шанаççĕ. Енчен те ыттисем усал тăвас шутпа вĕсене улталанине пĕлсен нихăçан та каçармаççĕ. Еленăсен тĕп тăшманĕ – наянлăх. Паянхи ĕçе ырана хăварасси вĕсемшĕн йĕркелле пулăм. Пуянлăха, пуян каччăсене килĕштереççĕ. Хăвăрт юратса пăрахаççĕ. Турă çырнине тĕл пулсан вара юратушăн нимĕн те хĕрхенмеççĕ.