Википеди:Кун пулăмĕсем:Нарăс уйăхĕ
Курӑнакан калӑплав
Кăрлач — Нарăс — Пуш | ||||||
Тн | Ыт | Юн | Кç | Эр | Шм | Вр |
1 | 2 | 3 | ||||
4 | 5 | 6 | 7 | 8 | 9 | 10 |
11 | 12 | 13 | 14 | 15 | 16 | 17 |
18 | 19 | 20 | 21 | 22 | 23 | 24 |
25 | 26 | 27 | 28 | 29* | ||
Эрне кунĕсен ячĕсене 2008 çул валли кăтартнă * - ку кун çӳллĕ çулсенче анчах пулать |
Ку Википеди уйрăма кунпа çыхăннă пулăмсене çутатса кăтармашкăн йĕрекеленĕ.
Нарăс, 1
[кодне тӳрлет]- 1411 — Европăн çурçĕр-хĕвел тухăçĕнче «Аслă вăрçă» Торунь килĕшĕвĕпе вĕçленет
- 1662 — нумай уйăх Зеланди фортне хупăрлани вĕçленнĕ; Формоза Чжэн Чэнгунăн (капăрл.) тытăмне лекет
- 1717 — «Чĕлхесĕр сейм» пĕр сӳтсе-явмасăрах поляксен патшин Август II патшан ирĕклĕхне чакарать
- 1896 — Туринра Патша театрĕнче Пуччинин «Богема» оперин премьери иртет
- 1908 — Лиссабонра террористсем патша кортежне пăшалпа пенĕ хыççăн Карлуш I хăйĕн кăнар-ывăлĕпе çут тĕнчерен уйрăлаççĕ
- 1918 — Совет Раççейĕ григори календарĕ çине куçать: кăрлачăн 31-мешĕ хыççăн нарăсăн 14-мĕшĕ пулса тăрать
- 1942 — Квислинг норвег правительствин пуçлăхĕ пулса тăрать
- 1978 — режиссёр Роман Полански йĕркене пăсса АПШран Францине тухса каять
- 2003 — çĕр çине анса ларнă чухне американ шаттл «Колумби» сирпĕнет, экипажри 7 пайташ пĕтет.
Нарăс, 2
[кодне тӳрлет]- 962 — Аслă Оттона Хĕвел анăç Европăра 40 çул хушшинче пĕрремĕш император пулма кăшăлланă
- 1536 — Педро де Мендоса Буэнос-Айрес хулана никĕсленĕ
- 1885 — Фрунзе Михаил Васильевич, революционер, çарпуçĕ çуралнă.
- 1904 — Петербургра Икĕпат кĕперĕ (капăрл.) ишĕлнĕ
- 1913 — Пилеш Герасим Дмитриевич, чăваш çыравçи, драматургĕ, сăвăçи, скульпторĕ, графикĕ çуралнă.
- 1920 — РСФСР Эстонин ирĕклĕхне йышăнать
- 1922 — пĕрремĕш хут уйрăммăн Джеймс Джойсăн «Улисс» кĕнеки пичетрен тухать
- 1928 — Галкин Александр Алексеевич, чăваш сăвăçĕ, прозăçă, тăлмач çуралнă.
- 1943 — Сталинград çапăçăвĕн вĕçĕнче Паулюс фельдмаршал ертсе пынă 91 000 нимĕçе тыткăна илнĕ
- 1946 — патшалăх хушăвĕпе Кăнтăр Сахалинпа Курил утравĕсем СССР йышне кĕнĕ
- 1982 — сири çарĕсем пăлхав çĕкленĕ Хама хулана аркатнă, лăпкă халăх хушшинче нумай çын инкеке лекнĕ
Нарăс, 3
[кодне тӳрлет]- 1377 — Саккăр таса çыннăн вăрçи: папа çарĕсем Чезена хула çыннисене велернĕ
- 1488 — Бартоломеу Диаш карапĕсем Моссел кӳлмекĕпе Ырă Шанчăк сăмсахне çитнĕ
- 1509 — Диу патĕнчи çĕнтерӳ хыççăн португалсем 450 çул хушши Индире тĕпленнĕ
- 1637 — Голландире тюльпан хакĕ хăвăрт ӳкнĕ
- 1830 — «аслă патшалăхсем» (Британи, Раççей, Франци) Грецин ирĕклĕхне йышăннă
- 1916 — Оттавăра Парламент сăрчĕ (капăрл.) çунса кайнă
- 1930 — «Колхоз çулĕпе» (халĕ «Çĕрпӳ хыпарçи») хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1944 — Ăсан Уçăпĕ, прозăçă çуралнă.
- 1958 — Бельги, Нидерландсем, Люксембург Бенилюкса пĕрлешĕннĕ
- 1966 — пĕрремĕш АПС «Уйăх-9» Уйăх çине анса ларнă
Нарăс, 4
[кодне тӳрлет]- 1703 — 47 ронинран хĕрĕх улттăшĕ Эдора сэппуку тунă
- 1722 — «Рангсен тапăлне» ĕçе кĕртнĕ
- 1789 — пĕрремĕш АПШ президенчĕ пулма пĕр сасăллă Джордж Вашингтона суйланă
- 1859 — Константин Тишендорф Таса Кĕтерин мăнастăрĕнче Синай кодексе тупнă
- 1860 — испан çарĕсем Мароккори Тетуана оккупациленĕ
- 1861 — Америка Конфедераци Штачесем йĕркеленнĕ
- 1945 — Ливади керменĕнче Ялта конференцийĕ уçăлнă
- 1956 — Кокель Алексей Афанасьевич, живописец, график вилнĕ.
- 1992 — Уго Чавес Венесуэлăра (капăрл.) патшалăх пăтăрмахĕ тума пикеннĕ
Нарăс, 5
[кодне тӳрлет]Мексикăн Конституци кунĕ (1917)
- 1818 — маршал Жан-Батист Бернадот Швеципе Норвеги астулне ларать
- 1880 — слесарь Степан Халтурин Хĕллехи керменри столовăйне сирпĕтет
- 1901 — Мускавра Елиççей лавккине (капăрл.) уçнă
- 1918 — Чиркĕве патшалăхран тата шкула чиркӳрен уйăрас декрет вăйа кĕрет
- 1919 — Мэри Пикфорд, Дуглас Фэрбенкс, Чарли Чаплин тата Дэвид Гриффит United Artists киностудие йĕркеленĕ
- 1943 — Пурнăç çулĕ блокадăри Ленинграда тăван çĕр-шывпа çыхăнтарать
- 1954 — Коко Шанель 15 çул хушшинчи тумтирсен пĕрремĕш коллекцине кăтартнă
- 1958 — американ бомбардировщике водород бомбине Тайби утравĕ çумĕнче аварие пула океана пăрахнă
Нарăс, 6
[кодне тӳрлет]- 1191 — Климент III хăйĕн буллипее Тевтон орденне çирĕплетет
- 1643 — Абель Тасман Фиджи архипелага (капăрл.) уçнă
- 1819 — британ чиновникĕ Стэмфорд Раффлз Сингапура никĕсленĕ
- 1840 — Вайтанги клĕшĕвĕпе хальхи Çĕнĕ Зеландин кун-çулĕ пуçланать
- 1933 — Оймяконра зпитĕ сивĕ температурăна (−67,7 °C) палăртнă
- 1936 — Адольф Гитлер Гармиш-Партенкирхенра Олимп вăййисене уçать
- 1952 — британ астулне Елизавета II ларать
- 1958 — Мюнхенре «Манчестер Юнайтед» футболисчĕсем ларнă самолёт персе аннă
Нарăс, 7
[кодне тӳрлет]- 1807 — вырăс-прус-франци вăрçин чи нумай юн юхтарнă кун
- 1845 — Уильям Ллойд вандал Британ музейĕĕнче авалхи Портленд чӳлмекне (капăрл.) ватса çĕмĕрнĕ
- 1855 — Раççейпе Япони хушшинчи пĕрремĕш дипломати килĕшĕвĕ
- 1857 — «Мадам Бовари» авторне этем пĕрлĕх моралĕнчен мăшкăланă тесе айăплама пăрахнă
- 1914 — «Детские автомобильные гонки» фильмĕнче киноэкран çине пĕрремĕш хут «Чарли çапкаланчăк» тухать
- 1932 — Ларионов Никита Ларионович, чăваш çыравçи, сăвăçи çуралнă.
- 1965 — АПШ ТÇВ Вьетнам вăрçи пуçланнăранпа иккĕмĕш хут Çурçĕр Вьетнам çине бомбăсем пăрахнă
- 1984 — Роберт Стюарт тата Брюс Маккэндлесс астронавтсем пĕрремĕш уçă космоса çыхăнмалли фалсăр тухнă
- 1992 — Раççей Федерацин Аслă Канашĕ «О защите прав потребителей» саккуна йышăнать
- 1997 — Токарев Аверий Матвеевич, чăваш кĕвĕçи вилнĕ.
Нарăс, 8
[кодне тӳрлет]- 1724 — Петр I хушăвĕпе Петербургри ăслăх академине (капăрл.) йĕркеленĕ
- 1726 — Екатерина I Аслă вăрттăн канаша йĕркелеме хушнă
- 1837 — Александр Пушкинăн Хура юханшыв çинчи юлашки ыралĕ
- 1879 — Сэндфорд Флеминг канада ҫынни Çĕр чăмăрне вăхăт тăрăхĕсене уйăрма сĕннĕ
- 1904 — Вырăс-япон вăрçи: Япони Порт-Артур патĕнче вырăс флотне тапăннă
- 1918 — Грузире чи ватă аслă вĕренӳ керменĕ уçăлнă
- 1929 — Николай Камов хăй ăслайланă аппарата çӗнĕ ят — «вертолёт» — панă
- 1931 — «Паянхи сас» хаçатăн пĕрремĕш кăларăмĕ тухнă.
- 1955 — СССР Министрĕсен Канашĕн Председательне Георгий Маленкова тиркесе ĕç вырăнĕнчен хăтарнă.
Нарăс, 9
[кодне тӳрлет]- 1441 — Навои Алишер, узбек сăвăçи, патшалăх ĕçченĕ çуралнă.
- 1849 — Рима çĕрçуллăхра иккĕмĕш хут республика шутне кĕртнĕ
- 1895 — Уильям Морган Холиокра пĕрремĕш волейбол вăййине ирттернĕ
- 1896 — Санкт-Петербургра историнче пĕрремĕш Фигурăлла ярăнун тĕнчери чемпионачĕ иртнĕ
- 1904 — «Варяг» крейсерпа «Кореец» канонер кимми японсен флотилипе çапăçнă
- 1920 — Парисра Шпицберген трактачĕ çине алă пуснă
- 1947 — Матросов Юрий Петрович, чăваш халăх ӳнерçи çуралнă
- 1956 — Венăра паллă опера балĕсем уçăлнă
- 1960 — Джоан Вудварда чысланă Холливудри мухтав аллейинче (капарл.) пĕрремĕш çăлтăрĕ уçăлнă
- 1973 — Аслă Британипе Франци ГДРпа дипломати хутшăнăвĕсене туса хунă
Нарăс, 10
[кодне тӳрлет]- Дипломати ĕçченĕн кунĕ (Раççей)
- 1258 — монголсем Хулагу ертсе пынипе Багдада илнĕ, çакăнпа Аббассен халифачĕ пăчланать
- 1906 — «Дредноут» («Хăраманскер») анкăл броненосеца шыва антарнă
- 1911 — Келдыш Мстислав Всеволодович академик, паллă тĕпчевçĕ, математик, механик çуралнă.
- 1920 — Пуцкра Польшăна тинĕспе пĕрлештернин церемони иртнĕ
- 1929 — Кенеш Мучи, чăваш çыравçи, сăвăçи çуралнă.
- 1936 — Мажуков Алексей Сергеевич, композитор çуралнă.
- 1945 — «С-13» шывай кимми нимĕçсен 3000 пассажир турттарса пынă «Генерал фон Штойбен» карапне шыва путарнă
- 1962 — американ Фрэнсис Гари Пауэрс вĕçевçине совет Рудольф Абель разведчикĕпе улăштарнă
- 1997 — IBM суперкомпьютерĕ Deep Blue пĕрремĕш хут Гарри Каспарова çĕнтерет
- 2007 — Мюнхенри Путин калаçăвĕ (капăрл.)
- 2009 — пĕрремĕш хут Çĕр орбитинче искусствăллă спутниксем çапăннă
Нарăс, 11
[кодне тӳрлет]- 1654 — Швеци Кристина хĕрарăм патши (капăрл.) Рим куçса каяс тесе астулран хăтарăннă
- 1889 — Японире Мэйдзи конституцийĕ ĕçе кĕнĕ
- 1907 — Чемей пăлхавĕ пуçланнă.
- 1929 — рим ыйтăвне суверенлă Ватикан патшалăхне туса уçса панă
- 1963 — The Beatles хăйсен пĕрремĕш Please Please Me альбумне çырса кăларнă
- 1970 — орбитăна пĕрремĕш японсен «Осуми» спутникне хăпартнă
- 1979 — Иран революцинче Пехлеви ăрăвне сирпĕтсе кăларнă
- 1980 — совет киноэкранĕсене «Москва слезам не верит» мелодрама тухать
- 1990 — нумай çул тĕрмере ларса ирĕке апартеидпа кĕрешекен Нельсон Мандела тухать
Нарăс, 12
[кодне тӳрлет]- 1541 — Педро де Вальдивия (капăрл.) Сантьяго хулана никĕс хунă
- 1733 — Джеймс Оглторп Джорджия колонипе Саванна хулана никĕсленĕ
- 1736 — Габсбургcен еткерĕ Мария Терезия Лотаринг Францĕпе пĕрлешет
- 1832 — Эквадор Галапагос утравĕсене туртса илет
- 1880 — Кириллов Тарас Киррилович, сăвăç çуралнă.
- 1899 — Герман империйĕ Испанирен Каролинăпа Мари утравĕсене сутăн илнĕ
- 1912 — Синьхай революцийĕ: астулран юлашки китай императорĕ Пу И хăтăлать
- 1921 — Шупашкарта «Тăван ене тĕпчекен этем пĕрлĕхĕ» йĕркеленнĕ.
- 1921 — Шупашкарта Чăваш патшалăх театрĕ уçăлнă.
- 1924 — Джордж Гершвин пĕрремĕш хутчен «Блюз мелӗнчи рапсодине» выляса кăтартнă
- 1941 — чирлĕ çынна пĕрремĕш хут пенициллинпа сиплесе сыватнă
Нарăс, 13
[кодне тӳрлет]- 1769 — Крылов Иван Андреевич, вырăс çыравçи, юптаруçă çуралнă.
- 1942 — Шупуççынни Николай Васильевич, сăвăçă, прозаик, куçаруçă вилнĕ.
- 1945 — тӑмарсем Дрезден хули варрине бомбӑласа аркатма пуҫланӑ (капӑрл).
- 1974 — Пайраш Кузьма Ильич, прозаик, драматург, хирург вилнĕ.
- 1969 — Исаев Юрий Николаевич, чăваш чĕлхин тĕпчевçи çуралнă.
- 1992 — Чăваш ССРĕ вырăнне Чăваш Республикине туса хунă.
- 2006 — «Пресса» издательствин çурчĕнче пушар тухнă. Çурчĕ çунса кайнă хыççăн «Комсомольская правда», «Парламентская газета» хаçатсем пӳлĕмсĕр юлнă. Çулăмра пĕр çын вилнĕ.
- 2006 — Стамбулри супермаркетра сирпĕнӳ пулнă. Пĕр çын вилнĕ, 12 аманнă.
- 2006 — Испанин Барселона хулинче «3GSM World Congress» ятлă мобиллă телефонсен куравĕ уçăлнă.
Нарăс, 14
[кодне тӳрлет]Сăваплă Валентин кунĕ (капăрл.)
- 1836 — Адмиралтейлĕх лапамĕнчи Леман балаганĕнчи вут-кăвар (800 яхăн çын пĕтнĕ)
- 1918 — Совет Раççейĕ григориий календарĕ çине (юлий календарĕпе нарăсăн 1-мĕшĕнче) куçать
- 1929 — Аль Капоне бандипе Чикаго нимĕç-ирланд гангстерĕсем пысăк çапăçу ирттернĕ
- 1945 — тăмарсем йăнăшпа Прагăн истори центрне бомбăсемпе аркатнă
- 1949 — израиль парламенчĕн, кнесечĕн, пĕрремĕш ларăвĕ
- 1956 — Мусквра ССКП XX съезчĕ уçăлать, унта Сталинăн пайăр этепне сивленĕ
- 1989 — «Шуйттан сăввисем» романшăн Салман Рушдине ислам фундаменталисчĕсем вилĕме яма йышăннă
- 2004 — Мускавра Трансвааль-парк тăрри ишĕлсе аннă (25 çын пĕтнĕ)
Нарăс, 15
[кодне тӳрлет]Сретение Господне уявĕ
- 1045 — Новгородра Софи соборне (капăрл.) тумва тытăннă
- 1895 — Мускавра Гнесинсен çемьи хистенипе пĕрремĕш ачасен мусăк шкулне уçнă
- 1942 — япунсем Сингапура илнĕ, британ çарĕсен историнче чи пысăк капитуляцийĕ
- 1944 — Чăваш АССРĕнче Чурачăкпа Муркаш районне туса хунă.
- 1944 — британсем Хĕвел анăç Европăри авалхи мăнастăре аркатнă
- 1969 — Кембриджра искусствăлла пĕрремĕш çынна пурнăç панă
- 1989 — совет çарĕсене Афганистанран кăларнă (1988 çулхи çăвăн 15-мĕшĕ)
- 1999 — турккă ятарлă хĕсмечĕсем Кенире курдсен ертӳçне Абдулла Оджалана аресленĕ
- 2005 — халăх кăмăллакан тетел-сайтăн, YouTube, кун-çулĕ пуçланнă
Нарăс, 16
[кодне тӳрлет]- 1571 — Хаяр Йăван Раççейри пĕрремĕш çар уставне çирĕплетнĕ
- 1904 — икĕ эрне пынă пăр тыткăнĕнчен «Дискавери» (капăрл.) тĕпчев карапне хăтарнă
- 1918 — Литва Тарибĕ пĕр сасăллă Литва ирĕклĕхĕн актне йышăннă
- 1923 — Говард Картер Тутанхамон фараонăн тупăкне уçнă
- 1934 — Австрири граждан вăрçи
- 1957 — СССРта «Шыва путакансене çăлнăшăн» медале çирĕплетнĕ
- 1999 — Ташкентри сирпĕнӳсем
- 2005 — Киото протоколĕ вăя кĕрет
- 2006 — Грецири Стримонас хули патĕнче пассажир пуйăсĕ грузовикпа çапăннă. Икĕ çын вилнĕ, 30 аманнă. Çапăннă хыççăн пуйăсăн пур вагонĕ те рельсăран тухса кайнă.
- 2006 — Раççейре терроризмпа кĕрешекен коммитета туса хурасси çинчен алă пунă.
Нарăс, 17
[кодне тӳрлет]- 1370 —Тевтон орденĕпе Аслă Литва кнеçлĕхĕ Рудау патĕнчи çапăçнă
- 1600 — Джордано Брунона кăвайт çинче çунтарса янă
- 1864 —шывай киммине пĕрремĕш хут тинĕс çапăçăвне кĕртнĕ
- 1913 — Арсенал куравне пынăскерсене Марсель Дюшан ӳнерҫӗн «Пусмапа анакан çарамас» ӗҫӗ тĕлĕнтернĕ
- 1903 — Васянка Никифор Тарасович, чăваш сăвăçи çуралнă.
- 1958 — Ассизи Клари (капăрл.) инçекурав хӳтĕлевҫи пулса тăрать
- 1979 — китай çарĕ Вьетнама тапăнса кĕрет
- 2006 — 1000 ытла филиппин Кăнтăр Лейте провинцинчи лапра айне пулса пĕтне
- 2008 — Косово Сербирен пăхăнманлăхне пĕлтернĕ
Нарăс, 18
[кодне тӳрлет]- Пăхăнманлăх кунĕ (Гамби).
- 1405 — Тамерлан, Вăтам Азине çĕнсе илекен, çарпуçĕ вилнĕ.
- 1885 — АПШ-че Марк Твен ҫырнӑ Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени кӗнеке пичетрен тухнӑ.
- 1949 — Кервен Василий Гаврилович, сăвăç çуралнă.
- 1964 — Егорова Валентина Михайловна, спортсмен çуралнă.
- 1974 — Кафельников Евгений Александрович, вырăс спортсменĕ çуралнă.
Нарăс, 19
[кодне тӳрлет]- 1863 — Фёдор I Иоаннович патша Сургута никĕслес хушу кăларать
- 1600 — Раççейре мăн выçлăха кăларнă Уайнапутина вулкан пĕрхĕнме пуçланă
- 1861 — Александр II Раççейри Крепоç правине пăрахăçлакан манифеста ал пуснă
- 1878 — Томас Эдисон фонографа (фото çинче) патентланă
- 1922 — Петĕр Ялгир, чăваш сăвăçĕ, драматургĕ, тăлмач, литература тĕпчевçи çуралнă.
- 1942 — Франклин Делано Рузвельт японран пулса тухнă американсене интернелемелле хушу кăларать
- 1954 — Крым облаçне РСФСР йышĕнчен УССРа паракан СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн хутай тухать
- 1964 — Франци экранĕсене «Шербур сунчăкĕсем» мусăк фильмĕ тухать
- 1976 — Ильина Надежда Геннадьевна, чăваш çыравçи çуралнă.
- 1986 — космослăха совет «Мир» орбита станцине хăпартнă
Нарăс, 20
[кодне тӳрлет]- 1472 — хĕр тупри вырăнне шотланд кăшăлне Оркней тата Шетланд утравĕсене панă
- 1816 — «Арджентина» рим театрĕнче Россинин «Севильский цирюльник» оперин премьерине кăтартнă
- 1818 — Мускавра Козьма Мининпа Пожарский кнеçе бронза палăкне лартнă
- 1872 — Çĕнĕ Йоркра Метрополитен музейĕ хăйĕн алăкне уçать
- 1909 — Le Figaro франци хаçатĕнче «Футуризм манифесчĕ» тухать
- 1922 — Вилен сеймĕпе Вильнюса Польшăна кĕртнĕ
- 1933 — Мартынов Николай Антонович, чăваш çыравçи çуралнă.
- 1942 — Пурхи Ахван, чăваш сăвăçĕ, прозăçă, драматург, тăлмач çуралнă.
- 1945 — урал эвакуацинчен Мускава Пăшал палатин пурлăхĕ таврăннă
- 1973 — Мранька Никифор Фёдорович, чăваш çыравçи, драматургĕ вилнĕ.
- 1978 — Л. И. Брежнева «Çĕнтерӳ» (капăрл.) аслă вăрçă орденĕпе чысланă
Нарăс, 21
[кодне тӳрлет]Тĕнчери тăван чĕлхе кунĕ (ЮНЕСКО)
- 1543 — эфиоп императорĕ Гэлаудеуос португалсем пулăшнипе адальсен Ахмед Грань имамне çĕнтерет
- 1613 — Çĕрсен соборĕнче патшана Михаил Романова (капăрл.) лартнă
- 1784 — II Кĕтернен хутайĕпе Крымри портпа кармана Севастополь ят панă
- 1848 — Карл Маркспа Фридрих Энгельс «Коммунистсен партин манифестне» пичетленĕ
- 1913 — Балкан вăрçисем вĕсленсен Греци йышне Янина кĕрет
- 1919 — Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи çуралнă.
- 1935 — Мускавра пĕрремĕш тĕнче кинофестивалĕ уçăлать
- 1995 — Стив Фоссетт историре пĕрремĕш тăр пĕччен Лăпкă океана сывлăш хăмпи çинче вĕçсе каçать
- 2006 — Геннадий Айхи, чăваш сăвăçи, тăлмачи вилнĕ.
Нарăс, 22
[кодне тӳрлет]- 1797 — Франци салтакĕсем Британи çыранне (Уэльсра) тапăнса кĕреймен
- 1819 — Флорида Испани йышĕнчен АПШна куçнă (5 мильон доллар хакпа)
- 1848 — париссем хула урамĕсенче баррикадăсем тума тытăннă, Июль монархине салатма ыйтнă
- 1907 — Иванов-Паймен Влас Захарович, прозаик, сăвăç, тăлмач çуралнă.
- 1917 — Васькин Василий Никитич, сăвăç çуралнă.
- 1918 — Ирĕк кăмăл çарĕ Пĕрремĕш Кубань харçине тухнă
- 1938 — Илле Тăхти, чăваш çыравçи, сăвăçи вилнĕ.
- 1943 — китлер майлисем «Шурă кĕлчечек» юхамĕн пайташĕсене вĕлернĕ
- 1997 — Росло институчĕ Долли сурăха (капăрл.) клонланă пирки пĕлтерет.
Çавăн пекех пăхăр: Нарăс, 22.
Нарăс, 23
[кодне тӳрлет]Тăван Çĕршыв хӳтĕлевçин кунĕ (Раççей)
- 1766 — Станислав Лещинский вилсен Лотаринги Франци йышне куçать
- 1836 — Техасри пăлхав: Джеймс Боуи тата Уильям Тревис полковниксем Аламо мисине мексикакансем тапăнасран хӳтĕленме тытăннă
- 1887 — Франци Ривьеринчи аркатуллă çĕр чĕтренĕвĕ
- 1893 — Рудольф Дизель дизель хатĕрĕн патента илнĕ
- 1903 — Куба Гуантанамо базăна АПШна ĕмĕрлĕхех арендăна панă
- 1941 — Захаров Виталий Николаевич, чăваш прозăçи, тăлмачĕ çуралнă.
- 1944 — совет çарĕсене хирĕç вăрçнăшăн Вăтам Азие чеченсемпе ингушсене куçарма тытăннă
- 1945 — Джо Розенталь хăйĕн паллă «Иводзима çине ялава хăпартни» фотографине тунă
- 1976 — Максимов Исайя Максимович, чăваш математикĕ вилнĕ.
- 2002 — нимĕç полицийĕ Небра дискне саккуна пăсса сутма тӑнине чарнă
- 2006 — Мускавра, ирхине, Басман пасарĕн тăрри ишĕлсе аннă. 66 ытла çын пĕтнĕ.
Нарăс, 24
[кодне тӳрлет]- 1525 — Франциск I патша хăйĕн тăшманĕ Карл V аллине тыткана лекет
- 1607 — Клаудио Монтеверди «Орфей» оперин премьери
- 1786 — Вильгельм Гримм (Wilhelm Grimm), нимĕç филологĕ, Якоб Гримм шăллĕ çуралнă.
- 1881 — Цзэн Цзицзэ тата Николай Гирс Или Енĕ пирки килĕшӳ тунă
- 1918 — ирĕклĕхе пĕлтерекен «Эстонири мĕнпур халăхăн манифесчĕ» пичетрен тухать
- 1920 — Мюнхенри Хофбройхаус сăра пӳртĕнче НСДАП йĕркеленĕ
- 1942 — совет шывай морякĕсем Хура тинĕсре вăрçăран таракан еврейсен карапне шыва путарнă
- 2004 — Владимир Путин Михаил Касьянов ертсе пына правительствăна ĕçрен хăтарнă
- 2008 — Фидель Кастро (капăрл.) Куба патшалахĕн канашĕн председателĕ ĕç вырăнĕнчен тухнă
Нарăс, 25
[кодне тӳрлет]- 1570 — папа Пий V «хăйне хăй» акалчан патшине лартнă Лисаветăна (капăрл.) чиркӳрен хăтарать
- 1830 — «Комеди Франсэз» театрĕнче лартнă Виктор Гюго хайланă «Эрнани» драма тавра «театр харкашăвĕсем» тухаççĕ
- 1871 — Леся Украинка, паллă украин сăвăçи, çыравçи çуралнă.
- 1904 — Акри республики Бразили йышне кĕрет
- 1921 — Тбилисине совет çарĕсем кĕнĕ хыççăн Грузи ССРĕ туса хунă
- 1956 — ССКП XX съездĕнче Никита Хрущёв Сталинăн «пайăр çыннăн этепне» тăра шыва кăларнă
- 1977 — «Россия» мускав хăна çуртне вут-кăвар хыпнă, ун чухне 42 çын пĕтнĕ
- 1992 — Раççей космос агентствине йĕркеленĕ
- 1994 — Барух Гольдштейн Патриархсен çĕр хăвăлĕнче теракт тунă
Нарăс, 26
[кодне тӳрлет]- 1548 — турккă флотпуçĕ Пири-реис португалсенчен Адена туртса илнĕ
- 1658 — Роскилл лăпкăлăхĕпе дансен патши Фредерик III хăйĕн çĕрĕсенчен çуррине çухатать
- 1712 — Аслă Петĕр хутайĕпе Тулăра пăшал савутне никĕсленĕ
- 1802 — Виктор Мари Гюго, паллă француз çыравçи çуралнă.
- 1815 — Эльба çине янă Наполеон Бонапарт утравран тарнă
- 1832 — Николай I Польша патшалăхĕн конституцине пăрахăçлать
- 1936 — Токиори (капăрл.) пăтăрмах хăтланăвĕ
- 1950 — Эктел Василий Петрович, чăваш çыравçи, сăвăçи çуралнă.
- 1991 — Тим Бернерс-Ли халăха пĕрремĕш браузера, WorldWideWeb кăтартать
- 1992 — Туçи Карабахра Ходжалара çынсене касни
Нарăс, 27
[кодне тӳрлет]- 1510 — Албукерки флочĕ Индин Малабар çыранĕнчи Гоана атакăланă
- 1863 — Шартрта Бурбонсен династийӗн пӗрремӗш королӗ — Генрих IV коронацине ирттернӗ.
- 1617 — Столбов лапкăлăхĕпе Раççей Балти тинĕсне çухатать
- 1914 — Ивник Иван Николаевич, сăвăç, тăлмач çуралнă.
- 1932 — Джеймс Чедвик акăлчан нейтрона (капăрл.) уçать
- 1933 — Берлинра Рейхстага вут-кăвар çапать
- 1940 — радиохастар изотопа радиоуглерод анализĕнче усă курнă 14C уйăрса кăларнă
- 1948 — СССРпа Финлянди Пĕрĕçлĕхпе пĕр-пĕрне пулăшу килĕшĕвне алă пуснă
- 1970 — Рзай Виктор Ефремович, чăваш сăвăçи, çыравçи, тăлмачĕ вилнĕ.
- 1996 — Сатоси Тадзири покемонсене сутма пуçлать
- 2004 — Токио сучĕ «Аум Синрикё» пуçлăхне Сёко Асахарăна вилĕме тивĕçтерет.
Нарăс, 28
[кодне тӳрлет]- 1825 — Раççейпе Англи Çурçĕр Америкăра çĕрсене чикĕленĕ пирки конвенципе килĕшеççĕ
- 1835 — «Калевала» (капăрл.) финн эпосĕн пĕрремĕш ĕçĕ пичетрен тухать
- 1854 — АПШ Республика партийĕ йĕркеленнĕ
- 1918 — Хусанта «Канаш» хаçатăн пĕрремеш каларăмĕ тухать.
- 1922 — Евгений Вахтангов «Принцесса Турандот» паллă спектакле лартать
- 1935 — американ Уоллес Карозерс нейлона синтезлет
- 1991 — Перс кӳлмекĕнчи вăрçă вĕçленет
- 1996 — Раççей Федерацийĕ Европа Канашне кĕрет
Нарăс, 29
[кодне тӳрлет]Касьян е тĕкел çул кунĕ (танл. нарăсăн вăтăрмĕшĕ)
- 1932 — тĕнчипех калаçакан британ радио хĕсмечĕ уçăлнă
- 1836 — Гранд-Опера сцени çинче пĕрремĕш ăстрăм Мейерберăн «Гугенотсем» оперине лартнă
- 1940 — Хэтти Макданиэл, хура ӳтлисенчен пĕрремĕш «Оскар» кинопремине çĕнсе илет
- 1952 — ФРГ хăйĕн суверенитетне Гельголанд утравĕ çине сарать
- 1960 — Агадир çĕр чĕтренĕвĕнче 12 000 майлă Марокко çынни пĕтнĕ
- 1988 — апартеида хирĕçле пиллĕк кун пынă демонстрацинче Десмонд Туту кăнтăр африкан архиепископне тытса чарнă.
- 1996 — Сараевăна хупарланин (капăрл.) — XX ĕмĕрте чи вăрăммин — 1395-мĕш кунĕ иртнĕ
- 2004 — Жан-Бертран Аристид Гаити президенчĕ полномочисене тавăрса панă.