Арис Аркадий Иванович
Аркадий Арис | |
Çуралнă чухнехи ят: | Арис Аркадий Иванович |
---|---|
Çуралнă вăхăт: | 1901 çул, кăрлач, 29 |
Çуралнă вырăн: | Синер ялĕ, Етĕрне уесĕ, Хусен кĕпĕрни, Раççей империйĕ (халĕ Элĕк районĕ, Чăваш Ен, РФ) |
Вилнĕ вăхăт: | 1942, çĕртме, 1 |
Вилнĕ вырăн: | Çĕпĕр, ГУЛАГ, ССРП |
Ĕçлев тĕсĕ: | чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмачĕ. |
Арис Аркадий Иванович (паспортри хушамачĕ Золотов) (1901, кăрлач, 29, Синер ялĕ, Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ), Етĕрне уесĕ, Хусан кĕпĕрни, Раççей империйĕ — 1942, çĕртме, 1, Иланская чукун çул чарăнăвĕ, Красноярск Ен, РСФСР, СССР), — чăваш прозăçи, литература тишкерӳçи, тăлмач[1][2][3].
Пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ
[тӳрлет | кодне тӳрлет]1901 çулхи кăрлачăн 29-мĕшĕнче Хусан кĕпĕрнине кĕнĕ Етĕрне уесĕнчи Элĕк вулăсĕн (халĕ Чăваш Республикин Элĕк районĕ) Синер ялĕнче çуралнă.
Элĕкри икĕ класлă шкулта хута вĕренсе 1915 çулта Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче пĕлӳ илме тытăннă.
Кунта вăл К. В. Ивановăн, Т. С. Семёновăн, Шупуççыннин ĕçĕсемпе паллашнă та хайĕн пурнăçне те чăваш литературипе çыхăнтарма шутланă.
Совет влаçĕн пĕрремĕш кунĕсенчех Аркадий Золотов халăхăн пурнăçне хастар хутшăнать. 1919 çулта ăна Чĕмпĕр кĕпернин ĕçтăвакан комитечĕн çутĕç пайĕн чăваш уйрăмĕн ертӳçĕ пулма суйланă. 1919 çулхи ака уйăхĕнче Арсений тата Николай тăванĕсемпе ирĕк кăмăлпа 7-мĕш Чĕмпĕр перевçĕсен полкне (командир — Космовский Н. С.) хĕсмете тăнă та 1919—20 çулсенче Ăренпур, Илецк тата Уральск патĕнчи йывăр çапăçусене хутшăннă. Фронтра вăл большевиксен партине кĕнĕ.
Вăрçăран таврăнсан Аркадий Иванович 1922 çулта вĕрентӳçсен институтĕнче вĕренсе тухать.
1922 çулта Аркадий Шупашкара куçса каять. 1928—1931 çулсенче Аркадий Арис — «Канаш» хаçатпа «Сунтал» журналăн редакторĕ, çав вăхăтрах «Капкăн» журналра та тăрăшать, Чăваш Енре радиокалаçăва сарас ĕç-пуçра вăй хурать. «Трактор» альманаха (малашне вăл «Тăван Атал» журнал) пуçарнă çĕре хутшăнать.
1934 çулта чăваш çыравçисемпе журналисчĕсем ăна Пĕтĕм Раççейри çыравçăсен пĕрремĕш съездне делегат ĕçне шанса яраççĕ, унта Аркадий Иванович чăваш литературине аталантарассине каласа парать[4].
Н. Я. Золотов Ленинграда Ăслăх академине кайсан, Аркадий Иванович пĕр хушă Чăваш çыравçисен пĕрлешĕвне ертсе пырать. 1934 çулта ăна СССР ÇП йышăнаççĕ.
1937 çулхи юпан 23-мĕшĕнче литература ĕçченне ареслесе ЧАССР ШĔХК тĕрмине лартаççĕ[5].
1942 çулхи чӳкĕн 24-мĕшĕнче 41 çулти А. И. Золотовăн çĕр çинчи çулĕ Çĕпĕрти лагерьте сарăмсăр татăлать.
Ĕçĕсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Критикăлла тата публисцистикăлла статьясем çырнă. Чăваш литература критикине пуçараканнисенчен пĕри пулнă.
М. Горкийĕн Манăн университетсем тата Д. Фурмановăн «Чапаев» кĕнекисене чăвашла куçарнă.
Асăрхавсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]Вуламалли
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Л. А Ефимов, Чăваш кĕнеке изд-ви, Шупашкар, 2009.
- Л.И.Ефимов, "Элĕк Енĕ", Элĕк, 1994.
- А. А. Золотов, Муракаева (Золотова) Светлана Арсентьевна, "Принципам не изменили", Элĕк - Шупашкар, 1998.
- Васильев Н Краткий очерк истории чувашской литературы – М.- Центральное издательство народов СССР.- с. 56,59? 1930.
- Данилов Д. Чувашская художественная литература (в книге «Советская Чувашия. Национально-культурное строительство») – М.- с. 129-212? 1933.
- Лукин Л. Газете «Знамя коммунизма»- 40 лет – Чебоксары.- Чувашский календарь? 1958.
- Сорокин В. Мощная сила: К 30-летию радиопередач на чувашском языке.- Шупашкар,- «Родная Волга».- № 3.- с. 75 – 84, 1962.
- Хлебников Г. Путь чувашского романа.- Шупашкар.- «Родная Волга».- № 3.- с. 75 – 84, 1963.
- Юрьев М. Критик – публицист. – Шупашкар.- «Знамя коммунизма».- 10 января, 1966.
- Юрьев М. Народ его не забудет. – Элĕк.- «Пурнăç çулĕпе».- кăрлачăн 29-мĕшĕ, 1966.
- История Чувашской АССР . Т. 2, 1967.
- Юрьев М. Аркадий Золотов : Библиографический справочник.- Шупашкар.- Чувашкнигоиздат.- с. 104 – 106, 1968.
- Аркадий Золотов : писатель, критик, публицист : к 100-летию со дня рождения / сост. В. А. Золотов и др. – Чебоксары ; Санкт-Петербург : Изд-во «Синерь», 2000. – 94 с.
- Золотов, В. А. Аркадий Золотов – солдат и педагог, писатель и журналист, переводчик и критик / В. А. Золотов, В. Т. Золотов, А. А. Золотов ; [под ред. В. А. Иванова]. – 2-е изд., доп. – Чебоксары : Новое Время, 2010. – 223 с., [8] л.
- Аркадий Золотов // Ялав. – 1971. – № 1. – С. 30.
- Арти, Р. Ылтăн çути самана авăрĕнче çухалмасть / Р. Арти // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2011. – 5-11 нарăс (№ 4). – С. 5.
- Золотов, В. Вĕсем Аркадий Золотова вĕрентнĕ / В. Золотов // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2000. – 16 раштав.
- Золотов, В. «Хыпар» сумне ан ӳкерĕр : [«Хыпар» хаçат историйĕнчен] / В. Золотов // Хыпар. – 2006. – 1 нарăс.
- Игнатьев, В. Парти çулĕпе утнă / В. Игнатьев // Тăван Атăл. – 1981. – № 4. – С. 16.
- Лукиянова, А. Литературăра тарăн йĕр хăварнă / А. Лукиянова // Хыпар. – 2011. – 2 нарăс. – С. 4.
- Павлов, В. Аркадий Золотов яланах асра / В. Павлов ; А. Ефимов сăн ӳкерчĕкĕ // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2011. – 12 нарăс. – С. 2.
- Павлов, В. «Ылтăнсен» йăхĕнчен / В. Павлов // Пурнăç çулĕпе (Элĕк р-нĕ). – 2011. – 13 утă. – С. 2.
- Ратаева, Н. Аркадий Золотов / Н. Ратаева // Канаш (Ульяновск обл.). – 2001. – 26 кăрлач. – С. 4.
- Ратаева, Н. Золотовсем – И. Я. Яковлев вĕренекенĕсем / Н. Ратаева // Канаш (Ульяновск обл.). – 2000. – 24 чӳк.
- Ратаева, Н. Ылтăн ятлă çыннăмăр / Н. Ратаева // Канаш. – 2006. – 23 нарăс (№7-8).
- Силэм, Ю. Ылтăн ятлă çыннăмăр / Ю. Силэм // Ялав. – 2001. – № 1. – С. 24-25.
- Сорокин, В. Пĕр айăпсăр синкер курнăскер / В. Сорокин // Чăваш хĕрарăмĕ. – 2001. – 17 нарăс (№ 7). – С. 4.
- Уткин, Г. Тимĕр тылă никама та хĕрхенмен / Г. Уткин // Хыпар. – 2001. – 1 нарăс.
- Юрьев, М. Халăх ырăпа асăнать / М. Юрьев // Коммунизм ялавĕ. – 1976. – 3 февр.
- Ялкир, П. Айăпсăр синкер курнисем / П. Ялкир // Хыпар. – 2003. – 20 çĕртме.
- Ялкир, П. Паллă çыравçă, общество ĕçлевçи / П. Ялкир // Тăван Атăл. – 2001. – № 4. – С. 63-64.
- Аркадий Иванович Золотов (1901–1942) // Принципам не изменили. – Аликово-Чебоксары, 1998. – С. 107-108.
- Артемьев, Ю. М. Золотов (Арис) Аркадий Иванович / Ю. М. Артемьев // Чувашская энциклопедия. – Чебоксары, 2008. – Т. 2 : Ж-Л. – С. 71.
- Афанасьев, П. Золотов Аркадий Иванович // Афанасьев, П. Писатели Чувашии / П. Афанасьев. – Чебоксары, 2006. – С. 147-148.
- Васильев, В. Жертвы нескольких строчек / В. Васильев // Совет. Чувашия. – 2002. – 18 янв.
- Васильев, Л. К штыку он приравнял перо / Л. Васильев // Совет. Чувашия. – 2011. – 2 февр. – С. 3.
- Ефимов, Л. А. «Оклеветанный молвой»: писатель и журналист А. И. Золотов / Л. А. Ефимов // Политические преследования и репрессии 1920 - начала 1950-х годов в судьбах интеллигенции Чувашии : материалы межрегион. науч.-практ. конф. (21 марта 2014 г., Чебоксары). – Чебоксары, 2014. – С. 136-143.
- Золотов Аркадий Иванович // Аликовская энциклопедия. – Чебоксары, 2009. – С. 221.
- Золотов Аркадий Иванович // Энциклопедия чувашской журналистики и печати. – Чебоксары, 2014. – С. 153.
- Золотов (Арис) Аркадий Иванович (1901-1942) // В трагические годы : репрессированные чувашские писатели, журналисты и ученые = Синкерлĕ çулсенче : репрессие лекнĕ чăваш писателĕсем, журналисчĕсем тата ăсчахĕсем. – Чебоксары, 2013. – С. 39-44.
- Золотов, В. В «Обойму» имя писателя вставили без проверки / В. Золотов // Совет. Чувашия. – 2001. – 14 нояб.
- К 100-летию писателя // Время. – 2001. – 27 янв.
- Кузнецов, И. Боец культурного фронта / И. Кузнецов // Совет. Чувашия. – 1989. – 22 июня.
- Сорокин, В. Оклеветанный молвой / В. Сорокин // Республика. – 2001. – 28 февр. (№ 15). – С. 5.
- Тимофеев, Н. Быть нужным народу / Н. Тимофеев // Совет. Чувашия. – 1976. – 29 янв.
- Юрьев, М. Оружием критики / М. Юрьев // Молодой коммунист. – 1971. – 4 февр.
- Ялгир, П. Золотов (Арис) Аркадий Иванович // Ялгир, П. Литературный мир Чувашии / П. Ялгир. – Чебоксары, 2005. – С. 39.
Каçăсем
[тӳрлет | кодне тӳрлет]- Статьи об Арисе и семье Золотовых
- Галерея памяти: Аркадий Золотов – писатель-переводчик, литературовед и журналист(ĕçлемен каçă)
«Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
«Хыпар» (1906—1907) | |
«Хыпар» (1917—1918) | |
«Канаш» (1918—1937) |
Ефимов Д. Е. (1918) • Элмен Д. С. • Лбов А. П. • Фадеев Е. М. (1920—1921) • А. Л. Лукин • Лукин Л. М. • Ют Н. Я. • Львов П. З. • Алендеев Г. Т. • Арис А. И. • Дмитриев В. Д. • Казаков Г. Н. • Ложников Ф. Т. • Титов Г. М. • Васильев А. В. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. |
«Чӑваш коммуни» (1937—1952) | |
«Коммунизм ялавӗ» (1952—1991) |
Якимов М. Н. (1954—1974) • Семёнов Д. Ф. • Павлов Н. П. • Иванов П. И. • Семёнов Н. М. • Казанов А. П. |
«Хыпар» (1991-па) |
«Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем |
|
---|---|
Чăваш Республикин çыравçăсен пĕрлешĕвĕн ертÿçисем |
|
---|---|
- Пайăр çынсем, алфавитпа
- Çыравçăсем, алфавитпа
- Етĕрне уесĕнче çуралнисем
- ГУЛАГра вилнисем
- Çыравçăсем пирки Викивулавăш каçисĕр статьясем
- Википеди:Ĕçлемен каçăллă статьясем
- «Хыпар» хаçатăн тĕп редакторĕсем
- «Капкăн» журналăн тĕп редакторĕсем
- ССРП çыравçисем
- Раççей çыравçисем
- Чăваш çыравçисем
- Литература тишкерӳçисем
- Чĕмпĕрти чăваш шкулĕнче вĕренсе тухнисем
- Чăваш Енĕн паллă çыннисем
- Кăрлачăн 29-мĕшĕнче çуралнисем
- 1901 çулта çуралнисем
- 1942 çулта вилнисем
- Репрессиленисем
- Реабилитациленисем
- Пайăр çынсем:Элĕк районĕ
- Пĕрлĕх ĕçченĕсем
- Хаçат редакторĕсем